Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хлебников Геннадий Юрьевич

Хлебников Геннадий Юрьевич — чӑваш литература тӗпчевҫи, профессор. 1932 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шанарпуҫ ялӗнче учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. 2014 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Кун-ҫулӗ

Куславкка районӗнчи Карач вӑтам шкулӗнче, В.И. Ульянов ячӗллӗ Хусанти патшалӑх университетӗнче, М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн аспирантуринче пӗлӳ пухнӑ.

1954 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Уравӑш шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑннӑ. 1958–1962 ҫулсенче Мускав патшалӑх университетне аспирантурӑна вӗренме кайнӑ, унта кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Унтан таврӑннӑ хыҫҫӑн Чӑваш АССРӗн Министрсен Канашӗн ҫумӗнчи Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ — ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, литературӑпа фольклор пайӗн пуҫлӑхӗн вырӑнӗнче тӑрмашнӑ.

1969 ҫултанпа Н.И. Яльянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш литературин кафедрин доценчӗ пулса ӗҫленӗ. 1993–1997 ҫулсенче университетӑн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин заведующийӗ пулнӑ.

Ӗҫӗ

Вӑл — «Чувашский роман», «Современная чувашская литература», «Пултарулӑх тӗшши», «Меслетпе ӑсталӑх», «Чувашская литературная классика и ее наследие» монографисенӖ чӑваш литературин нумай учебникӗн авторӗ. Чӑваш литературоведенийӗпе критики пирки ӑслӑлӑх ӗҫӗ нумай ҫырнӑ.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентес ӗҫе те Геннадий Хлебников самай ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ. 1972 ҫулта унӑн «Тӑван литература, 6-мӗш класс валли» вӗренӳ пособийӗ пуҫласа кун ҫути курнӑ. Кайран ӑна тӳрлетсе тата хушса 12 хутчен кӑларнӑ. 1973 ҫулта вӑл 10-мӗш класс валли чӑваш литератури пичетленӗ.

Чӑваш филологийӗпе культурин профессорӗ пулнӑ май Хлебников И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑрӑшнӑ. Студентсемпе заняти ирттернипе пӗрлех вӑл «Ҫилҫунат» поэзи кружокне ертсе пынӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-10-13 16:25:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5250 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем